Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси поселокӗнче (вӑл Иккасси ялӗнче кӑнтӑралла вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ) пурӑнакан пӗртен пӗр ҫемье темиҫе кун ҫутӑсӑр пурӑнать ӗнтӗ. Электроэнергие кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех сӳнтернӗ.
Кристина Варламова Иккассинче ҫемйипе пурӑнать. Вӗсен кил-йышӗнче тӑватӑ ҫын. Иккасси ялӗнче хӗлӗн-ҫавӗн пӗртен пӗр ҫемье кун кунлать. Ыттисемпе дача пек ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.
Ҫемье вунӑ кун ӗнтӗ ҫуртапа усӑ курать. Юрать, кӑмака пур вӗсен. Кӗҫӗнни 2,5 уйӑхра ҫеҫ. Телефон зарядки пӗтсен мӗн тумалла? Инкек сиксе тухсан мӗнле шӑнкӑравламалла? Хӑй Иккасси ялӗ аякра вырнаҫнӑ.
Унччен ҫуртсем вӑрман хуҫалӑхӗн пулнӑ. Унтан вӗсене сутнӑ. Ҫапла 2014 ҫултанпа ҫынсем электричествӑшӑн укҫа тӳлемен. Парӑм 45 пин тенке ҫитнӗ. Чӑвашэнерго ӑна тӳлемесӗр ҫутӑ ҫутас ҫук.
Администраци ҫутӑ ыйтӑвне район балансӗ ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явать. Парӑма татсанах поселокра ҫутӑ пулӗ.
Шупашкарта урам чи лайӑх шӑлакана палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 21 ҫын хутшӑнать: вуннӑн — Ленин районӗнчен, улттӑн — Калинин районӗнчен, пиллӗккӗн — Мускав районӗнчен. Пӗрремӗш вырӑна тухакана хула мэрийӗ 15 пин тенкӗ преми, 2-мӗшшӗн 10 пин, 3-мӗшшӗн 5 пин парса хавхалантарма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче те чи лайӑх дворниксене хавхалантарма шут тытнӑ. Анчах хысна шучӗпе мар. Хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан дворниксене чыслас шухӑш патне Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем А.М. Андреев, Ю.Г. Николаев, Д.В. Васюков, А.Н. Константинов ҫитсе тухнӑ. Вӗсем чи тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене хӑйсен шучӗпе хавхалантарасшӑн. Ҫакна хастарсем урам шӑлакансен тӑрӑшӑвне сума сунипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫук, темле хӑрушӑ преступлени туман вӑл. Алимент тӳлемен.
Хӗрарӑм 2000 ҫулта ача ҫуратнӑ. Анчах вӑл ачине тивӗҫлипе пӑхман, амӑшӗн ӗҫӗсене пурнӑҫламан. Ҫавна май 2008 ҫулта суд ӑна ӗҫлесе илнӗ шалӑвӗн 1\4 пайне алимент тӳлеттермелле тунӑ.
Хӗрарӑм сусӑр-чӑлах мар, анчах вӑл ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ҫапла, паллах, амӑшӗ алимент та тӳлемен. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ — ҫур миллион тенке ҫитнӗ.
Суд халӗ ӑна колони-поселение ҫур ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те ӑна ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл айӑпне саккун умӗнче «каҫарттарса» та пӗтереймен пулнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ.
Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ.
Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче20 сехет те 45 минутра «Атӑл» федераци ҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта иккӗн аманнӑ.
Фура Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче водитель руле тытса чарайман — урапа ҫул варринчи карта ҫине тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннӑран кабина фурӑран татӑлса транспорт хирӗҫ килекен ҫул хӗррине вӗҫнӗ. Прицеп вара 180 градус ҫаврӑнса ҫапӑннӑ. Ҫавна май ҫул ҫине нефтепродукт тӑкӑннӑ.
Ӳкнӗ пичкесем ҫине ҫӑмӑл урапа тата Газель пырса тӑрӑннӑ. Телее, нихӑшӗ те ҫунма тытӑнман. Аварире фура водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ. Тӗрӗслев водитель урӑ пулманнине кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗнертенпе Лариса Арсентьева ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ятарлӑ хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе селектор канашлӑвӗ ӗнер ирттернӗ чух ҫӗнӗ должноҫри Лариса Аресентьевӑпа Михаил Игнатьев Элтепер паллаштарнӑ. Михаил Васильевич республика шайӗнчи ӗҫе муниципалитет службинче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнисене илнине палӑртса хӑварнӑ.
Лариса Арсентьевӑна Шупашкар район ҫыннисем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ район администрацийӗнче вӑл тӗрлӗ должноҫре ҫирӗм ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫсен управляющийӗнче тимленӗ.
Паян каҫхине, ӗҫрен килнӗ чух, хам пурӑнакан Кӳкеҫ поселокӗпе утнӑ чух урамра тӑватӑ арҫын ачана куртӑм. Вӗсем савӑннине курса хам та ачалла савӑнтӑм.
Ачасене ҫулта-йӗрте час-часах асӑрхама тивет-ха. Ирпе — вӗсем шкула васканине, каҫхине — тӗрлӗ секцинчен (ултӑ сехетсенче ӗҫрен таврӑнатӑп та, вӑл вӑхӑтра секцинчен килеҫҫӗ пуль тесе шухӑшлатӑп) таврӑннине. Анчах урамри кӗрт ӑшӗнче ашакансене юлашки хутчен хӑҫан курнине те манса кайнӑччӗ. Паян, ӗҫрен таврӑннӑ чухне, Советски урамри ҫуртсен умӗнчи юр купи ҫинче тӑватӑ арҫын ача ашнине куртӑм. Хӑйсем пӗр 9–12 ҫулсенчисем пуль. Курткисемпе шӑлаварӗсем, алсишӗсем шап-шурӑ хӑйсен. Шӑлаварпах ярӑнса анаҫҫӗ вӗсем ҫӳллех мар сӑртран.
Мана пуринчен ытла хӗпӗрттерни — ҫав ачасен питӗнчи иксӗлми савӑнӑҫӗ. Вӗсем чунтан хавасланнине кура хам та пӗчӗк ачалла савӑнтӑм. Анчах чуна пӗр япала канӑҫсӑрлантарчӗ. Пӑрланса ларнӑ ҫипуҫпа киле пырса кӗрсен ашшӗ-амӑшӗ ан вӑрҫтӑрах ӗнтӗ вӗсене.
Ачасем урама тухманни пирки аслисем пӑшӑрханса калаҫнине илтме тивет-ха. Чӑн та, пӗчӗкренех паян ачамӑрсем планшетсемпе телефонсене хӑнӑхаҫҫӗ, компьютертан хӑпмаҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.
Шупашкар районӗнче юлашки ҫулсенче Акатуя тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине хӑйсем патӗнче йӗркелессишӗн Кӑшавӑш, Ҫырмапуҫ, Сарапакасси тата Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗсем заявка тӑратнӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ ял тӑрӑхне район хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Вӑл укҫана вырӑнтисен хӑйсене кирлӗ пек, анчах, паллах, усӑллӑ тӑкаклама май килет.
Тунтикун ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура конкурса хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем укҫана тивӗҫсен ӑна ӑҫта яма шухӑшлани пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ асӑннӑ районӑн "Тӑван Ен" хаҫат сайтӗнче.
Ҫырмапуҫсем, акӑ, Иккассинчи шыв скважинине юсама, Чӑрӑшкасси клубӗнчи спортзала ҫӗнетме ярас шухӑшлӑ пулнӑ.
Сарапакассисем Колешша ялне шыв кӗртме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Унта ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ. Ун пекки Шупашкар районӗнче тек пӗр ялта та ҫук — пур ҫӗрте колонкӑран ӑсаҫҫӗ, хӑш-пӗр ялта килсерен пӳрте шыв кӗртнӗ. Канашлура ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Амурцев Шорккари шыв башин хӑвачӗ пӗчӗккине кура ку ыйтӑва та татасшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |